Ăсталăха ÿстереççĕ

    

Шкул ҫулне çитменнисен учрежденийĕсем хушшинче «Çулталӑк воспитателĕ» конкурс уйрӑмах пĕлтерĕшлĕ. Кӑçал та ӑна йĕркелесе ирттерес тĕллевпе Элĕкри «Çӑлкуçпа» «Хĕвел», Тавӑтри «Пучах» ача сачĕсенче хатĕрленме пуҫланӑ та ĕнтĕ. Иртнĕ кунсенче «Çӑлкуҫри» «Туслӑ çемье» кĕҫĕн ушкӑнри Светлана Петрова воспитатель уçӑ урок ирттерчĕ. Шӑпӑрлансемпе «Йӑва» халӑх юмахĕ урлӑ калаҫу чĕлхин культурине ÿстерчĕ, хĕрхенÿ туйӑмне вӑратрĕ. Хӑйĕн ĕҫĕнче мультимедийлӑ проекторпа, ытти курӑмлӑ пособисемпе усӑ курчĕ.

«Чечексем» ушкӑнӑн воспитателĕ Ольга Филиппова ачасене «Çарӑк» юмаха чĕрĕлĕх кĕртсе вуласа панипе тыткӑнларĕ. Пĕчĕккисем асамçӑ пулса ахаль çаврашкасене илемлетсе юмахри сӑнарсене ÿкерчĕç.