Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр çыхăнура

Тĕп çултан яакрарахра вырнаçнă шурă кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă ача сачĕ. Пĕчĕккисене çеç мар, аслисене те хăйĕн илемĕпе, тасалăхĕпе тыткăнлать вăл. Ача сачĕ йĕри-таврах шăпăрлансене вылямалли верандăсемпе ярăнмалли чуччусем. Шăп та шай кунта пурнăçăн анлă сукмакне такăрлатма пуçлаççĕ. Иккĕмĕш кил вырăннех Элĕкри «Çăлкуç» пĕчĕккисемшĕн. Унти ĕç-хĕл çинчен Элĕкри пĕрремĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача сачĕн заведующийĕпе – Л.А.Соколовапа калаçрăмăр .

Лариса Алексеевна пĕчĕккисене вĕрентсе воспитани парас  ĕçре çĕнĕ çын мар. Икĕ çул каялла пултаруллă та пысăк опытлă педагога «Çăлкуç» ача садне ертсе пыма çирĕплетнĕ. Унччен вара вăл 21 çул Тенири ача садĕнче вăй хунă.

- «Çăлкуç» ача сачĕ икĕ çуртра вырнаçнă. 140 вырнлă пĕрремĕш çурта 1974 çулта çĕкленĕ пулсан, теприне, 90 вырăнлине, 1985 çулта хăпартнă. 2008 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Ехремкассинчи шкул çулне  çитменнисен ушкăнне те «Çăлкуç» ача сачĕ çумне çирĕплетнĕ. Унта халĕ 20 ача шутланать, - палăртать Л.А. Соколова.

2011-2012 вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмпе тĕрлĕ çулсенчи ачасен 11 ушкăнĕ ĕçленĕ. 220 ача куллен вăхăта усăллă та интереслĕ ирттернĕ.

- 35 ача, нумай ачаллă çемьесенчен пулнăран, çăмăллăхпа усă курнă. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ача садне çÿренĕшĕн тÿлевĕн 50 процентне çеç тÿленĕ. Çавăн пекех çăмăллăхпа ача-инвалидсене те тивĕçтернĕ, - тăсать калаçăвне заведующи.

Шăпăрлансене куллен 19 педагог вĕрентсе  аталанма пулăшаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ку тытăмра нумай çул вăй хураççĕ. Тăххăрăшĕ – аслă пĕлÿллĕ, 10 – шĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илнисем. Хăйсен ăс-хакăлне те ÿстерсех тăраççĕ шкул çулне çитменнисен учрежденийĕн педагогĕсем.

- Ача сачĕ çумĕнче консультаци пункчĕ ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Галина Потапова учитель-логопед хăйсен тантăшĕсемпе пĕр вăхăтра калаçма хăнăхайман е калаçăва тĕрĕс йĕркелеймен шăпӑрлансемпе уйрăм ĕçлет. Унăн пулăшăвĕпе ача садне çÿрекен шĕвĕрккесем çеç мар, килте ашшĕ-амăшĕпе лараканнисем те усă курма пултараççĕ. Çавăн  пекех Валентина Шивирева аслă воспитатель те ашшĕ-амăшне кирлĕ сĕнÿ-канаш парать. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен педагог-психолог та ĕçе кÿлĕнчĕ, - ача сачĕн кулленхи ĕçĕпе паллаштарать Лариса Алексеевна.

2011-2012 вĕренÿ çулĕнче 37 шăпăрлан учитель-логопед пулăшăвĕпе усă курнă. 25 ача таса та тĕрĕс калаçма хăнăхнăран вĕренĕве вĕçленĕ, 12 ачана тепĕр тапхăр вĕрентме хăварнă.

- «Çăлкуçра» тĕрлĕ енлĕ аталанма кирлĕ япаласем çителĕклех. Анчах та ăна çулсеренех çĕнетсе тăмалла. Ача садне паянхи пурнăç ыйтнă пек çĕнĕрен те çĕнĕ теттесемпе, пособисемпе, дидактика материалĕсемпе пуянлатма ашшĕ-амăшĕсем те чылай пулăшу кÿреççĕ. Çавăн пекех ача сачĕ валли   хушма укçа-тенкĕ тупас тĕллевпе кунта тăрăшакан педагогсемпе воспитательсем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Акă 2012 çулта «Çăлкуç» 50 000 тенкĕ выляса илме пултарчĕ,- терĕ Лариса Соколова.

Шăпăрлансемшĕн иккĕмĕш кил вырăнне шутланакан çуртра çулсеренех юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Иртнĕ çул сусăр ачасене кĕрсе тухма çăмăлтарах пултăр тесе тĕп алăк патĕнче пандус тунă. Чылай пÿлĕмсенче косметикăлла юсав ĕçĕсем ирттернĕ, çĕнĕ чÿречесем вырнаçтарнă. Пурлăхпа техника базине те çĕнетнĕ.