Чи лайăх воспитатель

 

Пуринчен те ăстарах, пултаруллăрах педагогсене палăртас тĕллевпе шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийĕсем хушшинче республикăри «Чăваш Ен воспитателĕ - 2013» конкурсăн муниципалитет (район) шайĕнчи тупăшăвĕ иртнĕ. Унта Элĕкри 1-мĕшпе 2-мĕш номерлĕ тата Тавăтри 3-мĕш номерлĕ ясли-садиксенчи воспитательсем хутшннă. Тупăшура пулнисем пурте хăйсен ăсталăхне туллин кăтартнă. Конкурсра Тавăтри «Пучах» ача-пăча сачĕн воспитателĕ Татьяна Фурсик ҫĕнтернĕ.

Вăл республикăри конкурса кайма тивĕҫнĕ.