Тантăшĕсемпе тупăшрĕç

 

 

Иртнĕ кунсенче Элĕкри «Çӑлкуç» ача садĕнче аслӑ тата шкула кайма хатĕрленекен ушкӑнсем хушшинче шашка турнирĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмпе шкул çулне çитмен 19 шӑпӑрлан хутшӑнчĕç. Ольга Васильева, Людмила Васильева, Елена Егорова, Ольга Филиппова, Ирина Андреева воспитательсем кулленхи ĕçре ачасен ӑс-хакӑлне, тавракурӑмне аталантарма пулӑшакан вӑйӑсем тӑтӑшах ирттерççĕ.

Турнира хутшӑннӑ шӑпӑрлансем тантӑшсемпе туллии кӑмӑлпа вӑй виçрĕç. Ăмӑртура Александр Филиппов, Вика Никитина, Рома Егоров, Катя Никифорова, Алеша Ефимов, Ксения Иванова, Никита Сидоров палӑрчĕç.