Кашни ача юрăç тата спортсмен

 

 

Ачасен пуласлăхĕ чи малтанах хамăртан килет. Çавăнпа та пĕчĕклех вĕсен пултарулăхне тупса палăртмалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче.

– Кашни ача мĕнпе те пулин талантлă. Пирĕн çакна асăрхамалла çеç, – тет Валентина Рахимовна аслă воспитатель. – Ачан пултарулăхĕ садикре те, шкулта вĕреннĕ чухне те, ÿссе çитсен те палăрма пултарать. Талант çут çанталăкпа биологи факторĕсемпе тачă çыхăнура тăнине палăртаççĕ психологсем. Çыннăн паха енĕсене тупса палăртма вăл мĕн кăмăлланине, мĕн юратнине пĕлмелле-çке.

Килĕшме пулать унпа. Кашни çын хăйне май талантлă. Пĕри авă хăйĕн пурнăçне сцена çинче юрласа ирттерет, тепри çанă тавăрса çĕрпе ĕçлет, виççĕмĕшĕ вара ĕмĕрĕпех ачасене пĕлÿ парать.

Кăçалхи 2013 çулхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче экспериментлă ушкăн уçма палăртнă. Г.Волков профессор проектне тĕпе хурса Шупашкарта тата республикăн ытти районĕсенче кун пек ушкăнсене тахçанах йĕркеленĕ-ха. Пирĕн районта вара экперимент мелне «Çăлкуç» ача сачĕн «Асамат кĕперĕ» ушкăнĕнче ирттерсе пăхма сĕннĕ. Светлана Григорьевна опытлă воспитатель пулнă май, хăраса ÿкмен, тÿрех ĕçе пикеннĕ. Маргарита Михайловна кĕçĕн воспитателе те ку мел килĕшнĕ. Чи малтанах вĕсем ашшĕ-амăшĕсене пуçтарса пуху йĕркеленĕ, проектпа паллаштарнă. Вăл вара хăйне май питĕ интереслĕ. Чи малтанах кашни ача валли диагностика картти тумалла. Унта ача çинчен çырса пыраççĕ, вăл хăш енпе пултаруллине палăртаççĕ. Акă, сăмахран, Светлана Григорьевна ушкăнне çÿрекен ачасенчен хăшĕ-пĕри спорта кăмăллать. А.Дубининпа А.Архипов физкультура сехечĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Т.Михайлова, М.Сидоров, К.Шлябина сăвă-калав калама маттур. Юмах-халапа, сăвăсене вĕсем тÿрех астуса юлаççĕ. П.Морозов, Ю.Андреева, К.Павлова ытларах пуçпа шутламалли вăйăсене кăмăллаççĕ, ÿкерсе сăрлама, кĕнекесем вулама юратаççĕ.

Кашни ача хăйне валли çул шырать. Воспитателĕн çеç мар, ашшĕпе амăшĕн те ку ĕçре айккинче юлмалла мар. Ача чухне никĕсре юлнă пултарулăх вăл ÿссе çитсен те пулăшать. Эксперимент мелĕпе ĕçлени шкулта вĕреннĕ чухне те самаях пулăшу кÿрет. Вĕрентекен ачан шкул çулне çитичченхи диагностика карттине пăхса шкул ачи хăш енпе талантлă пулнине пĕлме пултарать-çке. Питĕ лайăх мел.

Диагностика картти кашни ачан пулмалла терĕмĕр. Вăл çĕнĕ методика мар, ачан пултарулăхне тишкерсе пымалли мел çеç. Ăна медицина кĕнекипе танлаштарма та пулать. Тухтăр мĕн пур чире çав кĕнекене çырса пырать. Воспитатель те ача хăш енĕпе маттурине, ытларах мĕн çине тимлĕх уйăрнине палăртса пĕтĕмлетÿсем тăвать. Ача садĕнчи воспитателĕн те, педагогсен те, медицина ĕçченĕпе ашшĕ-амăшĕн те ачан пултарулăхне аталантарассишĕн тăрăшмалла, пытарăннă таланта уçма пĕлмелле.

– Талантсăр ача çук тесе каласшăн. Чылай чухне укçа-тенкĕ çитсе пыманни нумай чăрмав кÿрет. Ĕçе юратни, малалла талпăнма пĕлни çеç йывăрлăхсене парăнтарма пултарать, – тет Светлана Григорьевна.

Çĕнĕ мелпе ĕçлесе пăхни вĕренÿ процессне уçăмлатать, тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парать. Çавăнпа та кашни çыннăн хăйĕн тĕпренчĕкĕнче çыравçă, художник, юрăç, вĕрентекен, философ сăнарĕсене курмалла.