Вăйă урлă чăрмавсене пĕтерер

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнче кăларнă 204-мĕш №-лĕ Указĕнче ведомствăсем хушшинче ашшĕ-амăшне ачисене вĕрентсе пулăшу парасси тата çемьери воспитани ĕçне тухăçлăрах йĕркелесси патшалăхăн тата общество институчĕн тĕп тĕллевĕсем пулнине палăртнăччĕ.

Паянхи куна вĕренÿ программисене алла илекен ачасене тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ-ха. Апла пулин те çакă çителĕксĕр пулнине пытарма кирлĕ мар. Ашшĕ-амăшне тата саккунлă представительсене тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратнă чухне психологипе педагогика, методикăпа консультаци пулăшăвĕ кирлĕ. Çакăн йышши пулăшу уйрăмах ача садне çÿремен шкул ÿсĕмне çитмен ачасен çывăх çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех çывăх çыннисен хÿттисĕр юлнă ачасене усрава илес шутлă граждансен те, килтен тухмасăр вĕренекенсен те, сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасен ашшĕ-амăшĕпе çакăн йышши пулăшу кĕтет. Çемьере аслисемпе ачасем хушшинче сиксе тухакан самантсенче те ятарлă специалистсен пулăшăвĕсĕр май çук.

Çак ыйтусене вара тивĕçлĕ службăсем хутшăннипе консультаци парса çеç татса пама май пур. 

Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ «Вĕренÿ» федерацин наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Ача пур çемьесене пулăшу парасси» регионти проект пурнăçа кĕме пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн Элĕк район территорийĕнче те çÿлерех асăннă граждансене пулăшу парассипе 3 консультаци пунктне йĕркеленĕ. Пĕрремĕш консультаци пункчĕ районти вĕренÿ пайĕ çумĕнче ĕçлет. Унта опекăпа попечительство органĕн специалисчĕсем, педагог-психолог граждансене йышăнаççĕ. Иккĕмĕш пункт Элĕкри тĕп больницăра ĕçлет. Яра куна медицина психологĕ ку тĕлĕшпе пулăшу кÿрет. Виççĕмĕш консультаци пункчĕ Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче шутланать.

 Тĕрĕссипе вара, шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденийĕнчи консультаци пункчĕ 5 çул каялла ĕçлеме пуçланăччĕ. Çавна май ĕç пÿлĕмне те тивĕçлипех хатĕрленĕ. Кулленхи ĕçре педагог-психолога тата логопеда кирлĕ пулма пултаракан кĕнекесене те туяннă, медицина пÿлĕмне те хатĕрленĕ.  Ытларах 2-7 çулхи ачасене пулăшу паратпăр

 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, 59 ашшĕ-амăшне тата саккунлă представительсене ачасене вĕрентсе воспитани парассипе консультаци, методика, психологипе педагогика пулăшăвĕ панă. Хамăр ĕçĕн усси ытларах пултăр тесе занятисене тĕрлĕ енлĕ ирттеретпĕр. Вăйă урлă пĕлĕвне ÿстерме пулăшатпăр. Чĕлхе аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Тепĕр саманта та асăнса хăвармалла. Педагог-психолог,  учитель-логопед, врач-невролог, воспитатель тÿлевсĕрех консультаци пулăшăвĕ парать. Ку чухне асăннă специалистсем пĕр ашшĕ-амăшĕн ыйтăвне те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Çавăнпа та регионти проектпа килĕшÿллĕн хăйне евĕрлĕ çăмăллăхпа ачасене вĕрентсе воспитани панă чухне тĕрлĕ ыйту сиксе тухнă кашни ашшĕ-амăшех усă курма пултарать.

 Наталия ЕГОРОВА,

Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн

педагог-психологĕ.