Ырă воспитатель - амăшĕ вырăннех

 

Вĕрентекен е воспитатель  - пурпĕрех пĕр тытăмра ĕçлекен професси çынни шутланать. Вĕсен ĕçĕ ачасемпе, вĕренÿпе, воспитанипе çыхăннă. Çав вăхăтрах ачасене чунтанах юратни тата чăтăмлăх пĕлтерĕшлĕ. Ачана шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче пуçламăш пĕлÿ панинчен унăн малашнехи аталанăвĕ, воспитанийĕ килет те. Пĕр сăмахпа каласан, воспитатель пĕчĕкскерсемшĕн «иккĕмĕш» амăшĕ пулса тăрать.

Шăпах çакăн пек сăнлаççĕ те «Çăлкуç» ача садĕнче тăрăшакан Светлана Петрова воспитателе. Вăл ăшă кăмăллă та пултаруллă çын. Ачасем ăна юратаççĕ. Эпĕ унпа тĕл пулнă вăхăтра урама тухма хатĕрленекен ачасем ун çумне пырса тăнă та уйрăлма пĕлмесĕр унпа тем сăмахлаççĕ. Пĕр хĕрачи вара пилĕкĕнчен чăмăртасах ыталать, унпа тем çинчен калаçать. Çакăнтан курăнать  те воспитательпе ачасем хушшинчи ăшă хутшăну.

Светлана Григорьевна ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн тус-тантăшĕсемпе те «шкулла» вылянă май вĕрентекен вырăннех пулнă. Сочиненисем çырма кăмăлланă. Унăн тăванĕ ача садĕнче ĕçленĕ май пĕрмаях унпа пĕрле садике килсе çÿренĕ Светлана. Çавăнпах воспитатель пулма тĕллев лартнă. 

Йăлкăш ялĕнче çуралнăскер 8 класс таран тăван шкулта пĕлÿ илнĕ, кайран аслă классене Элĕкри вăтам шкулта вĕренсе тухнă. Пиçсе çитнĕ хĕр хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне çывхартас тĕлĕшпех Çĕмĕрлери педагогика училищине çул тытнă. Унта специальноç алла илнĕ хыççăн Йăлкăшри ача садĕнче ĕçлеме пуçланă. Çамрăкскер кунпа та çырлахас темен - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ. Хальхинче вара пуçламăш классене вĕрентекенĕн дипломне илнĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист çавна май Элĕкри «Çăлкуç» ача садне куçнă. Пурĕ 12 çул çитнĕкунта ĕçлеме тытăнни. Пĕтĕмпе вара унăн педагогика стажĕ 27 çулпа танлашать.

Ачасемпе ĕçлеме çăмăлах мар пулнине ăнланатăп ĕнтĕ. Хăш чухне воспитателе тÿрех итлеменни  те пулать. Светлана Григорьевна ачасене итлесе ларма та, сас хăпартмасăрах итлеттерме те пĕлет. Вăрттăнлăхĕ вара каллех ĕнтĕ ачасене юратнинче, пĕчĕкскерсем ăна хисепленинче пытанать.

Светлана Григорьевнăна манăн хĕвел пайăркипе танлаштарас килет. Чăнах та, унран темĕнле ăшă «çăлкуç» тапса тăрать пек. Ачасемпе çепĕççĕн хутшăнни, вĕсене темĕн тума та вĕрентни, интереслентерме пĕлни унăн ĕçĕнче çитĕнÿсем тума та май парать. Сăмах май, ырă кăмăллă воспитатель педагогсемпе воспитательсем хушшинче иртекен кашни конкурсах хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Унăн ачисем те районти тата республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ. Çавна май наградăсене те туллиех çĕнсе илет педагог. Хисепе тивĕçнĕ С.Петрова нумаях пулмасть вĕренÿ тытăмĕнче тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн, çитĕнÿсем тунăшăн Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Паянхи кун Светлана Григорьевна пысăк опытлă воспитатель «Знайки» ушкăна ертсе пырать. 5-6 çулхи хĕр ачасемпе арçын ачасене шкула кайма хатĕрлет. Воспитателе пулăшаканăн тÿпи те сахал мар вырăн йышăнать пĕрлехи ĕçре. С.Петровăн пулăшаканĕ - Маргарита Путерова. Вăл та нумай çул ача садĕнче вăй хурать, тăрăшулăхпа, ырă кăмăлĕпе палăрать.

А.СИЛИВЕСТРОВА.