"Саспа вуламалли кун" акцие хутшăннă

        Саспа вуламалли кун» акцие хутшăннă Октябрĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Вулав кунĕ иртнĕ. Элĕкри тĕп библиотека «Саспа вуламалли кун» республикăри акцие хутшăннă. Çавна май кунти ĕçченсем «Çăлкуç» ача садне хăнана кайнă. Вĕсем пĕрле «сăвăсен арчине» те илнĕ. Ачасене валли «Çулçă тăкăнни» ятпа литературăпа вăйă сехечĕ ирттернĕ. Библиотекарьсем мероприяти пуçламăшĕнче уяв историйĕпе паллаштарнă. Саспа вуланин пĕлтерĕшĕ çинчен те каласа панă. «Саспа вулани шухăша лайăхрах палăртма, сăмахсен саппасне ÿстерме, илемлĕрех вулама вĕренме май парать», - тенĕ вĕсем. Ачасем ертсе пыраканпа пĕрле кĕркунне паллисене аса илнĕ. Кĕр кунĕ- сем тĕлĕнмелле юмах пекех. Вĕсемпе пурте хăйне май хавхаланаççĕ те. Поэтсем кĕркуннене хитре йĕркесем парнелеççĕ, ÿнерçĕсем ÿкерчĕксем маçтăрлаççĕ, композиторсем вара юрăсем хываççĕ. Ачасем А.Пушкин, И.Бунин, Ф.Тютчев поэтсен сăввисене итлесе кĕркунне асамлăхне лекнĕ. Вĕсем хăйсен сăввисене те вуланă, «Пан улми» вăйăра та киленнĕ.