Ачасем çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ

 

Ачасене тĕрĕс воспитани парасси нихăçан та çăмăл ĕç пулман. Çапах та çак професси яланах пархатарлă шутланнă. Ачасем ÿссе çитсе мĕнле çын пуласси воспитательсен ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕн- чен те нумай килет-çке. Ачасен пурнăçĕн- чи пĕрремĕш утăмсен никĕс-не хывакансем шăпах та воспитательсем пулса тăраççĕ. Пирĕн районта пултаруллă та маттур, опытлă воспитательсем вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри - «Çăлкуç» ача садĕнче тăрăшакан Аня Ананьева.

Йывăрлăхран хăраман çамрăк педагог ача садне çÿрекен кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма, вĕсен интересĕсене шута илме, пултарулăхĕсене тупса палăртма пĕлет. Паянхи кун  вăтам ушкăна çÿрекен хĕрачасемпе арçын ачасемшĕн Аня Владимировна чунне пама хатĕр, вĕсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех. Ачасем те ăна чунтан юратаççĕ. Вăл ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ тата воспитани парассипе тăрăшать. Кашни ачан кăмăлне, уйрăмлăхне туйса ĕçлет, ашшĕ- амăшĕпе  те тачă çыхăнура вăл.

А.Ананьева ачасене пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетме, таврари пулăмсене хаклама вĕрентет. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерни - пурнăçри пысăк утăмсенчен пĕри. Воспитатель ача садне çÿрекенсене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе педагогикăри çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе анлă усă курать. Тĕслĕхрен, мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарать, ÿт-пĕве пиçĕхтересси, гимнастика тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрать пĕрремĕш категориллĕ педагог. Унпа пĕрлех хăрушсăрлăх правилисене те мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пырать. «Тăтăшах тĕрлĕрен интереслĕ заняти ирттерни ачасен пĕлĕвне ÿстерме, сĕтел хушшинче пластилинпа е дидактика вăййисем выляни пĕчĕккисен алă моторикине аталантарма май параççĕ. Кунсеренех кĕнеке тытса юмахсем вулани вара шăпăрлансен тавракурăмне анлăлатать. Ачасемпе нихăçан та кичем мар. Вĕсем мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме пулăшаççĕ», - каласа парать А.Ананьева.

Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан çамрăк хĕр Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне çул тытать, воспитатель  профессине алла илет. Шупашкарти 45-мĕш ача садĕнче унăн ĕç стажĕ пуçланать те. 2007 çултанпа вара Аня Владимировна «Çăлкуç» ача садĕнче тимлет.

«Эпĕ мĕн ачаранах ÿссе çитсен ачасемпе ĕçлеме  ĕмĕтленнĕ. Ольга Вячеславовнăпа Ирина Николаевна воспитательсем маншăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Шкул çулне çитсен вара эпĕ хамăн пурнăçа юрă-кĕвĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленеттĕм, Алина Михайловна педагог ертсе пыракан фольклор кружокне кăмăлласа çÿреттĕм, ман ун пек пултаруллă педагог пулас килетчĕ», - ачалăх çулĕсене аса илсе каласа парать А.Ананьева. 

Педагог ача садĕнчи пепкесен вăхăтне усăллă ирттернипе пĕрлех обществăлла ĕçсене тата конкурссемпе семинарсене те хутшăннине палăртмалла. Вăл тăтăшах «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ» конкурса хутшăнса ăсталăхне ÿстерет. Калас пулать, тăрăшни сая каймасть. Сăмахран, 2016 çулта вăл район шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕччĕ. Кăçал та асăннă конкурсра вăл çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Часах район чысне республика шайĕнче иртекен конкурсра хÿтĕлĕ. Аня Владимировнăн воспитанникĕсем те хăйĕн пекех маттур та пултаруллă, районта тата республикăра иртекен конкурссенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн маттур воспитателе пĕрре кăна мар Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă.

Аня Владимировнăна кулленхи çăмăлах мар ĕçре ывăлĕ-пе хĕрĕ - Антонпа Настя - хавхалантарса пынине те пытармасть ăста педагог.

Вера МОРОЗОВА.