Тăван чĕлхене вĕренме ырă сăмах пулăштăр

Тăван чĕлхене вĕренме ырă сăмах пулăштăр



Ача чăвашла пĕлменнишĕн айăпне нумай чухне пĕри теприн çине йăвантарма тăрăшать. Шкулти вĕрентекенсем ача сачĕсенче ĕçлекенсене айăплама пăхаççĕ, вĕсем чăвашла вĕрентмеççĕ иккен.  Кусем вара ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкренех тăван чĕлхе çине тивĕçлипе тимлĕх уйăрманнине палăртаççĕ. Ун пек-и, кун пек-и – ача вара чăвашла пĕлмесĕрех юлас хăрушлăх пурри çинчен пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне пирĕн ентеш – филологи наукисен кандидачĕ, Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Анна Егорова. Паллах, пурте пĕр пулса ĕçе тытăнсан лару-тăрăва улăштарма пулатех.

Çак ырă тĕллевпе пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ районти воспитательсем Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче йĕркеленĕ семинара. Кунта ача сачĕсем валли пичетленсе тухнă «Ырă сăмах» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Вăл «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» республика проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Шăпах Элĕксем ку кĕнекепе мĕнлерех ĕçлемеллине апробацилес ĕçе хутшăнаççĕ те.

Семинар ĕçне регион аталанăвĕн центрĕн директорĕ Инесса Ядранская, Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Анна Егорова, Элĕк район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Николаева хутшăнчĕç. Ĕçлĕ калаçăва «Çăлкуç» ача сачĕн заведующийĕ Лариса Соколова ертсе пычĕ.

«Ырă сăмах» кĕнекене халăх юмахĕсем, йăпатмăшсем, тупмалли юмахсемпе каларăшсем, халăх вăййисем кĕнĕ. Вăл шăпах чĕваш чĕлхине шкул çулне çитмен ачасен хушшинче сарма пулăшать. Инесса Владимировна кĕнекепе паллаштарнă май унăн  тытăмĕ çинчен каласа пачĕ, унпа ĕçлес уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Анна Семеновна вара шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче чăвашлăха аталантармалли çул-йĕр çинчен каласа пачĕ, ачасене чăвашла вĕрентес ĕçре «Ырă сăмах» кĕнекен тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ. Тĕрĕссипе, ку кĕнекепе педагогсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те кăмăлласах усă курма пултарать.

Ачасене чăвашла вĕрентес ĕçе кулленех туса пырасси йăлара пулмалла. Акă «Юрать. Юрамасть. Ил. Тыт. Кала. Тăхăн» йышши сăмахсене ачасен  пурин те пĕлмелле. Вĕсемпе кашни кунах калаçура усă курассине йăлана кĕртмелле. Çавăн пекех ачасемпе чăвашла мультфильмсем пăхни те питех усăллă.

Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче воспитательсем ачасемпе «Ырă сăмах» кĕнеке тăрăх занятисем ирттерчĕç. Шăпах та ĕнтĕ кĕçĕн ушкăнри ачасемпе икĕ чĕлхелĕх уйрăмлăхĕсене шута илсе ĕçлерĕç. Чăвашла тата вырăсла сăнарсемпе усă курса вăйăсем те вылярĕç, юрăсем те юрларĕç. Семинарта çавăн пекех малашнехи ĕçсене палăртрĕç, чăвашлăха аталантарас тесен чĕлхе талккăшне аталантарасси, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен калаçрĕç.

Хăнасем ача садне «Ырă сăмах» тата ытти чă-вашла кĕнекесем парнелерĕç. «Çăлкуç» ача садне çÿрекенсем вара пухăннисене сăвă-юрăпа савăнтарчĕç.

М.ЛЕОНТЬЕВА.