Чи маттуррисем «Хунав» фестивальте палăрчĕç!

Чи маттуррисем «Хунав» фестивальте палăрчĕç!

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче  "Хунав" фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртрӗ. 

Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача садне çÿрекенсем конкурса хутшăнса тĕрлĕ номинацисенче тивӗҫлӗ вырӑн йышăнма пултарчĕç.

«Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацире 3-мĕш вырăна С. Дубровина, К. Владимирова тухрĕç, 2-мĕш вырăна – В. Леонтьева, 1-мĕш вырăна А. Карпашевич çĕнсе илме пултарчĕ. 

«Илемлĕ чăваш юрри» номинацире «Ылтăн пулă» тата «Юмах» шăпăрлансен ушкăнĕсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. А. Михайлова вара «Манăн пукане» илемлĕ юррипе 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

 «Асамлă юмах тĕнчи» номинацире «Асамат кĕперĕ» ушкăн «Йăвача» юмахĕпе 2-мĕш вырăна тухрĕ. 

Чи çамрăк участник М. Петрова пулчĕ. 

Фестивале хутшăнакансене пурне те саламлатпăр, çĕнтерÿçĕсене конкурсăн республика тапхăрĕнче пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!