Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланă уяв иртрĕ

Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланă уяв иртрĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ Чăваш чĕлхи кунне уявлать. 

Ҫак чаплӑ уява Чӑваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн 1992-мĕш ҫулхи ака уйӑхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн аслă вĕрентекенĕмĕр  Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун уявлама тытăннă. 

Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланă уяв иртрĕ. Пысăк та хăтлă залра кĕçĕн, аслă тата шкула хатĕрлекен ушкăнсенчи ачасем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, чăваш халăх сăвви-юррипе, авалтан куҫса ҫӳрекен вăййи-ташшипе савăнтарчĕç. 

Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв питĕ хаваслă иртрĕ. 

Çак мероприятисем ачасемпе çитĕннисене тăван халăх историне аса илме, чĕлхемĕрĕн пуянлăхĕпе çепĕçлĕхне тĕпчеме, туслăх туйăмне çирĕплетме пулăшаççĕ.


Фотогалерея